Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ensimmäinen matkakertomus (ФҪПЭФ)

Финн чӗлхеҫисен лайӑх йӑла пур: ӑҫта та пулин ҫул ҫӳреве кайса килсен аса илӳ пуххи пичетлесе кӑларасси. Йышӑннӑ тӑрӑх, вӗсен ячӗ те пӗр пек: Ensimmäinen matkakertomus – Малтанхи ҫул ҫӳрев, Toinen matkakertomus – Иккӗмӗш ҫул ҫӳрев… Хӑй вӑхӑтӗнче Август Альквистпа Хейкки Паасонен Чӑвашра пулса курнӑ. Паллах, вӗсем те ҫакӑн ҫинчен ҫул ҫӳрев тӗрленчӗкӗ ҫырса хӑварнӑ.
Финн тӗпчевҫисен ырӑ йӑлине тӑсса –

Ensimmäinen matkakertomus

Чӑваш халӑхне XX ӗмӗрчченех финн-угор халӑхӗпе пӑтраштарнӑ. Пурах пулас пирӗн юнӑмӑрта ҫав финн юнӗ. Кун пек тӗпчев никам та ирттермен, анчах питӗ кӑсӑк: халӑхӑмӑрӑн хӑш пайӗ хӑйне финн-угор тесе шутлать-ши?
Тӗрӗссипе, чӑваш вӑл финн-угорпа тӗрӗк хутӑшӗ. Эпир, паллах, тӗрӗкле калаҫатпӑр. Культурӑра вара финлӑх вӑйлӑ палӑрать. Ҫакна шута илсе шӑрӑх ҫу кунӗнче «Чӑваш та пӑртак финн-угор» тесе ҫырнӑ футболкӑпа ҫӳретӗп. Чӑвашсем ман ҫине пӳрнине тӗллесех тавлашаҫҫӗ: финн-угор эпир е тӗрӗк?

Финсем тата чӑваш чӗлхи

Турку университетӗнче тӗрлӗ чӗлхене тӗпчеҫҫӗ. Ҫав шутра пирӗнне те. Ҫак пархатарлӑ ӗҫ – А. Альквист, Х. Паасонен, М. Рясянен эткерӗн паянхи тӑсӑмӗ. Чӑвашла-финла сӑмах кӗнекипе грамматика, чӑваш чӗлхин электронлӑ словарӗпе корпусӗ хатӗр ӗнтӗ. Ӑна Арто Мойсиопа Йорма Луутонен пурнӑҫланӑ. Иккӗшӗ те пирӗнле калаҫаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Финляндире эпӗ пуринчен ытла чӑвашла калаҫса пурӑннӑ.

Тӑван ҫӗр-шыв тути

Финляндире апат пӗҫӗресси – ӗҫ мар. Магазина кай та хатӗр апат туянса кил, кӑмакана лартса ӑшӑт – пулчӗ те. Ҫӑкӑрӗ те тем тӗрли пур. Анчах малтанлӑха чӑваша килӗшекенни тупӑнмарӗ.
«Ҫӑкӑр илсе килӗр-ха», – пулчӗ пӗр йӑлӑну Петербурга пуҫтарӑннӑ ҫармӑс хӗрӗсене.
Хура ҫӑкӑр ҫисе тӑранасси пулмарӗ. Мӗн ӗнтӗ вӑл, ҫимелӗх те ҫук. Хӗрсене пур пӗр тав.
Шупашкара таврӑнсан пӗр вӑхӑт ахаль хура ҫӑкӑр ҫисе ҫӳреттӗм. Тӑван ҫӗр-шыв тути ҫавӑ пуль.

Кӑлпасси вӑл – симӗс апат

Финсен чи юратнӑ апачӗ – кӑлпассипе сӑра. Кӑлпассине вӗсем симӗс апат тесе шӳтлеҫҫӗ. Ӑна вӑрманта вырнаҫнӑ кӳлӗ хӗррине кайса ҫиес йӑла та пур финсен. Уҫӑ кӑвайт ҫинче тӗтӗмленӗ кӑлпасси нумай тутлӑрах вӗт-ха.
Сӑра ӗҫмен финн – финн та мар. Мана тӳрех каласа хучӗҫ: сӑра ӗҫ, вара финла хӑвӑртрах калаҫса каятӑн.
Сӑра ӗҫнин усси пулчӗ-и, пулмарӗ-и – пӗлместӗп, анчах финла пӑртак калаҫкалама пуҫларӑм.

Финран та финрах чӑваш

Эп хама финран та ытларах финн пек туяттӑм. Ҫул урлӑ светофор тӗлӗнче кӑна каҫатӑп, ҫӳп-ҫапа пайласа пуҫтаратӑп, кутамккапа ҫӳретӗп. Енчен те кам та пулин хӗрлӗ ҫутта пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫнине курсан, ҫав ҫамрӑка кутамккана ҫавӑрса ҫапса ятлас килетчӗ: тек финн йӑли-йӗркине пӑсма ан хӑйтӑр! Ура айӗнче выртакан кашни хут татки те ҫавӑн пекех кулянтаратчӗ.
Пуринчен ытла вара Финляндие ӑшӑтса тӑракан Гольфстрим иксӗлни шутлаттаратчӗ. Шартлама пуласлӑх кӗтет-ши пире?

Хӗрарӑмсем ертсе пыракан патшалӑх

Финн хӗрарӑмӗ арҫынтан та ирттерет. Кунта феминизм паллине шырамалла мар. Ҫурҫӗр халӑхӗн йӑли ҫапла пулнӑ: арҫынни эрни-эрнипе, уйӑхӗ-уйӑхӗпе сунарта ҫӳренӗ вӑхӑтра кил-ҫурт таврашне арӑмӗ пӑхса танӑ. Йӗрки питӗ ҫирӗп. Калӑпӑр, ман финн юлташӑм мӗн те пулин тӑвас умӗн яланах арӑмӗпе канашлать. Университетра эп пӗлекен мӗн пур кафедра пуҫлӑхӗ каллех хӗрарӑм. Ку та тем мар-ха: 1990-мӗш ҫулсенчен тытӑнса ку ҫӗр-шывра хӗрарӑм та священникра ӗҫлеме пултарать. Ӗҫлеҫҫӗ, пӗрине паллатӑп. Президенчӗ пирки каламӑпӑр та – Тарья Халонен, ирӗклӗ ҫӗр-шывӑн ирӗклӗ хӗрарӑм пуҫлӑхӗ.
Хӗрарӑмӗсене хӑйсене ҫакнашкал пурнӑҫ ытларах та килӗшет пулас. Мӗн савӑнатрать – вӗсенче пур пӗр хӗрарӑм туйӑмӗ вӑйлӑ. Финкӑна мухтама та, пулӑшма та юрать – вӑл сире мӑриккан дама-ледийӗ пек суда парас ҫук.

Тӗрӗс кофе мӗн хак тӑрать?

Ҫанталӑк сивӗтрӗ. Табло минус вуннӑ кӑтартать. Турку – тинӗс хӗрринчи хула та, вунӑ градус ҫирӗм пекех туйӑнать. Икӗ ҫӑм свитер, ҫиелтен куртка тӑхӑннӑ пулсан та ҫӳҫентерет. Юнашарах ҫӑмӑл тумланнӑ ҫамрӑксем иртсе пыраҫҫӗ. Мӗнле хӑяҫҫӗ вӗсем ҫак шартлама ноябрь кунӗнче ҫапла ҫӳхе тӑхӑнса ҫӳреме?! Вырӑссем финн хӗрӳлӗхӗ пирки ахальтен калаҫмаҫҫӗ пуль. Ҫӳҫенетӗп те хавхаланса юратнӑ кафене кӗрсе ҫухалатӑп.
Кофе хакӗ «тӗрӗс» мӗнле пулмаллине пӗлместӗп. Ҫавӑнпа ним шутласа тӑмасӑр евро тӳлесе кофеленме вырнаҫса ларатӑп. Чӑвашра эп кофе виҫӗ тенкӗ ҫурӑпа ӗҫнӗ. Мускавра – 180 тенкӗлеххине (тата ҫирӗм тенкӗ чейлӗх парса хӑварнӑ). Кунта мана кофе хаклах мар пек туйӑнать, евро ҫеҫ.
«Кофе пӗр евро тӑма пултараймасть!» – пӑртак сехӗрленеҫҫӗ ман финн юлташсем. Вӗсем ӗлӗкхипе танлаштарса пӑхаҫҫӗ те кофе чӑнах та ҫав тери хаклине ӑнланса илеҫҫӗ.
Эпӗ еврочченхи хаксене пӗлместӗп. Маншӑн Мускавра ултӑ еврӑлӑх кофе ӗҫнӗ хыҫҫӑн пӗр евро тӑракан кофе те хаклӑ мар.

Пурнӑҫ хакӗ

Финлянди – хаклӑ ҫӗр-шыв. Финӗсем хӑйсем хӑнӑхса ҫитнӗ те аптӑрамаҫҫӗ: ӗҫлесе илнӗ укҫипе магазинтан магазина ҫӳреме юратаҫҫӗ, ҫулласерен тӗнче курса ҫавӑрӑнаҫҫӗ. Пире йывӑртарах. Пире кӑна-и? Нимӗҫсен шучӗпе те ҫапла.
«Лидл» нимӗҫ магазинӗ хулара чи йӳнни шутланать. Студентсем ҫавӑнта ҫул хывнӑччӗ. Пӗррехинче хайхи нимӗҫ хӗрӗсем те тӑван ҫӗр-шывӗн кӗтесне – «Лидла» – кӗрсе тухас тенӗ. «Мӗн тери хаклӑ!» – теме ҫеҫ пултарнӑ вӗсем.
Пурнӑҫ хаклӑлӑхне вырӑнти ҫынсем Европӗрлешӗве кӗричченхи экономика хупӑлӑхӗпе ӑнлантараҫҫӗ. Ҫав тапхӑр халӗ те паян куна вӑйӑм кӳрет. Харӑсах пӗчӗк те курӑмлӑ тӗслӗх: ытти Европатшалӑхра пӗр центлӑх укҫапа усӑ кураҫҫӗ пулсан, Финляндире ун пекки ҫук.
Тепӗр тесен хамӑр Мускав Финляндирен те ирттерет.

Сывӑ пул!

Сывлӑх – чи пысӑк пуянлӑх. Уйрӑмах Финляндире. Кунта чирлеме шутсӑр хаклӑ. Чирлесе курнӑ, ҫавӑнпа калатӑп.
Финн кун йӗркинче сывлӑх валли вӑхӑт тупӑнатех. Мунча, бассейн, тренажер залӗ... Кунсӑр пуҫне ҫак халӑх хула тӑрӑх велосипедпа куҫса ҫӳрет, ватӑсем ҫу кунӗнче йӗлтӗр патакӗпе уйрӑлмаҫҫӗ – темле хӑвӑрт утса сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑнӑхтару.
Тимлӗрех пӑхсан апат-ҫимӗҫ магазинӗнче ҫакӑн пек ӳкерчӗк асӑрхатӑн: ҫынсем каҫса кайса этикетка вулама юратаҫҫӗ. Питӗ усӑллӑ вулав иккен. Миҫе килокалори? Мӗнле сӑрӑпа усӑ курнӑ? Сӑрри сывлӑхшӑн сиенлӗ мар-и? Пире те ҫак хӑнӑху пӑсмӗччӗ.

Мунча тӑван ҫӗр-шывӗ

Килсе ҫитнӗ кун ҫӗрлехи саунӑпа вӗҫленчӗ. Урӑхла пулма та пултарайман. Сауна ҫӗр-шывӗ та-ха вӑл – Финлянди. Кашни кил-ҫурт, кашни дача ҫумӗнчех сауна пур. Хваттерӗсем те саунӑллӑ.
Финсем тахҫанах ӑнланса илнӗ: сауна-туризм йӗркелесе ямалла, ҫак ӗҫ пӗлсе тусан питӗ тупӑшлӑ пулма кирлӗ. Чӑнах та, ют ҫӗр-шыв ҫыннисем Финляндие ятарласа мунча кӗме килсе ҫӳреҫҫӗ. Эсир хӑвӑра валли мунча саккаслама пултаратӑр. Балти тинӗсӗ хӗрринчине-и, вӑрманта кӳлӗ ҫумӗнчине-и – тархасшӑн, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр.
Пирӗн хушӑра финн мунчине арӗ-арӑмӗ пӗр харӑсах ҫаппа-ҫарамас кӗрет тенине илтме пулать. Пур пуль ун пекки те. Эпир вара ҫакнашкал йӑлана асӑрхаман. Чӑн та, аквапаркра турккӑ мунчине пурте пӗрле кӗрсе лараҫҫӗ, анчах кашни хӑйӗн пайне: пӗр енне – арҫыннисем, тепӗр енне – хӗрарӑмӗсем, пирӗн хушӑра саунӑна икке пайлакан вӗрен тата ҫӑп-ҫӑра пӑс, хӑвна хӑв та курӑнмастӑн, леш енӗ пирки сӑмах та пымасть.

Юрлама хавас халӑх

Кӑҫал ирттернӗ Евроюрӑ конкурсӗнче пӗрремӗш вырӑна финн «монстрӗсем» тухрӗҫ. Малтанах тӗлӗнмелле пекчӗ. Кайран финсемшӗн савӑнӑҫ туйӑмӗ ҫуралчӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем юрлама ӑста. «Лорди» ҫӗнтерӗвӗ – пӗтӗм финн халӑхӗн ҫитӗнӗвӗ.
Кӗсье телефонӗнче ҫулталӑк каяллах ҫыртарнӑ файл упранать. Ӑна хуратса пӑрахма хал ҫитмест. Ылтӑн кӗр куннеччӗ, шӑмат кунччӗ. Эпӗ Хельсинкире – мана тӑванла халӑхсен уявне чӗннӗ. Тем самантра финсем ушкӑнӗпех калама ҫук хитре юрӑ юрласа ячӗҫ. Хӑвӑртрах кӗсье телефонне туртса кӑларатӑп та ҫак юрра асӑнмалӑх ҫыртаратӑп.
Тепӗр самант аса килет. Пӗрре ҫапла эпир чӑваш-ҫармӑс-удмурт ушкӑнӗпе Сибелиус музейне гитара концертне кайма пуҫтарӑнтӑмӑр. Музей пире вӑрӑм черетпе кӗтсе илчӗ. Пӗр яваплӑ ӗҫлевҫӗ тухрӗ те каларӗ: ҫапла-ҫапла, юлташсем, каҫарӑр, билет урӑх ҫук… Уяв пуҫланмасӑрах вӗҫленчӗ. Эпӗ вара яланлӑхах ӑнлантӑм: кашни финах мусӑкҫӑ.

Сывӑ пултӑр финн чӗлхи!

Финляндине кайсан финла калаҫмалла. Акӑ чи кирлӗ хӑш-пӗр сӑмах: hei (хэй) – салам, hyvää päivää (хӳвяа пяйвяа) – ырӑ кун пултӑр, kiitos (кийтос) – тав, näkemiin (някемийн) – сывӑ пул, rakastan sinua (ракастан синуа) – эп сана юратап, eläköön tšuvassien ja suomalaisten ystävyys (элякёон тшувассиен я суомалайстен ӳстявӳӳс) – сывӑ пултӑр чӑвашпа-финн туслӑхӗ… Юлашки тӗслӗхӗ пирӗн хутшӑнура чи вырӑнли.
Чӗлхи вӗренсе ҫитсен йывӑр мар. Унтан та ытларах: хӑйӗн хитрелӗхӗпе, логикӑлӑхӗпе кӑмӑла каять. Чӗлхе мар тейӗн, чӑн-чӑн юрӑ. Мана унӑн пуласлӑхӗ хытах шутлаттара пуҫларӗ. Айӑпли – акӑлчан чӗлхи. Вӑл хуллен-хуллен вырӑнти чӗлхесене хӗссе кӑларма пулатрать. Эпӗ финла начартарах калаҫнине курсан пур финн та манпа тӳрех акӑлчанла куҫса каятчӗ. Ятарласа пӑхмасӑр вӗренсе хутӑм: «Миня пухун хуоности суомеа я эн пуху энглантиа. Сийс пухумме суомеа». Хамӑрла куҫарсан «Эпӗ финла начар пӗлетӗп, акӑлчанла пачах та ӑнланмастӑп, эппин, финлах калаҫӑпӑр» тенине пӗлтерет ӗнтӗ ку. Вара тин пӗр чӗлхе тупаттӑмӑр.

Икӗ тӗнче

Финляндире. Магазина кӗретӗп: «Хей!» Япала туянатӑп: «Кийтос!» Сыв пуллашатӑп: «Хей-хей!» Урама тухсан ӑнсӑртран йывӑҫа сӗртӗнсе иртсе каятӑп: «Антеэкси!» Ку тӗнчере пурте кӑмӑллӑ.
Чӑвашра. Магазина кӗретӗп: «Ырӑ кун пултӑр!» Сутӑҫсем (вӗсем шутласа кӑларма ҫук нумайӑн) мана курайман куҫӗпе пӑхса илеҫҫӗ те нимӗн те шарламаҫҫӗ. «Калех такам килчӗ! Эсир пире ӗҫлеме чӑрмантаратӑр. Мӗн кирлӗ тата?» – чӑнах та, ҫапла шутлаҫҫӗ вӗсем ман пирки.
Нимӗн те кирлӗ мар ӗнтӗ. Сыв пуллашмасӑрах тухса каятӑп, йывӑҫа пырса тӑрӑнсан тин «Антеэкси!» илтӗнсе каять. Эпӗ йывӑҫран каҫару ыйтатӑп иккен.
Финн сӑпайлӑхӗн тулашӗнче пурӑнма питӗ-питӗ йывӑр.

Васкавлӑ пулӑшу

Финсем Шупашкара хӑнана килес-тӑвас пулсан эпӗ вӗсене Мускаврах кӗтсе илме хатӗр. Вӗсене пирӗн пурнӑҫ йывӑрлӑхӗнчен хӑтарас килет.
Мӗншӗн ҫынна самолета ларас умӗн хыпашласах тӗрӗслемелле? Мӗншӗн пирӗн тротуарсем тӳрӗ мар? Мӗн-ма йывӑҫ тунине шурӑ сӑрӑпа сӑрлаҫҫӗ? Магазинта сутӑҫ таврашӗ ҫав тери нумай кирлех-и вара? Финсем тата ресторана, тӗпрен илсен, ҫамрӑксем ҫӳренине палӑртаҫҫӗ, чӑвашсен вӑхӑт туйӑмӗ начар аталаннинчен тӗлӗнеҫҫӗ.
Йӗрке хушшинче вулатпӑр: Финляндире аэропортра ҫынсене хыпашламаҫҫӗ, тротуарӗсем тӳп-тӳрӗ, йывӑҫ тунине шуратмаҫҫӗ, магазинта ӗҫлевҫӗ хисепӗ кирлӗ чухлӗ ҫеҫ, ҫамрӑксем ресторанта сайра пулаҫҫӗ, вӑхӑта нимӗҫсем пекех хисеплеҫҫӗ…
Финн ӗҫтешӗмсен киле таврӑнма вӑхӑт ҫитсен ман вӗсене Мускава кайсах ӑсатса ярас килет. Шел те, эпӗ ун пек тума пултараймастӑп. Ҫавӑнпа та чикӗ леш енне «Ӗҫӗр-хӗлӗр мӗнле?» тесе смс яратӑп. «Эпир ӗнтӗ килте», – тавӑрӑнать смс.

Ҫӗр ҫинче те ҫӑтмах пур

Финлянди ҫинчен студентсене каласа паратӑп. Юлашкинчен вӗсенчен пӗри ытла та вӑйлӑ ыйту парать: «Финляндире мӗн те пулин начарри пур-и вара?»
Тарӑн шухӑша каятӑп. Тем пек шутласан та начаррине аса илейместӗп. Ҫавӑн пек лайӑх ҫӗр-шыв вӑл Финлянди. Эпӗ пӗлетӗп: ҫӗр ҫинче ҫӑтмах пур пулсан ӑна Финляндире шырамалла.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-21 11:45:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2620 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем